Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче шкулта Чăваш чĕлхи кунне паллă турăмăр. Чăваш чĕлхине халалласа чăваш юррисем шăранчĕç, илемлĕ сăвăсем янăрарĕҫ, хĕрачасемпе арçын ачасем ташăсемпе савăнтарчĕҫ. Уява "Хурăн" ача садне çÿрекенсем, вĕренекенсем тата вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç. Уявăн тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - чăваш чĕлхи кунĕ
Источник:
https://vk.com/wall-217171290_1294