Кăрлачăн
20-мĕшĕнче Туçири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта "Хыпар"
издательство çурчĕн çырăнтару тата реклама пайĕн ертÿçи Алина Геннадьевна
Петрова хăнара пулчĕ. Вăл шкул ачисене Чăваш Республикинче тухса тăракан
хаçат-журналсемпе паллаштарчĕ. Хăйсене килĕшекен хаçат-журнала нарăс уйăхĕнчен
çырăнса илме май пуррине пĕлтерчĕ.