„Эп –чăваш ачи“ вăйă-конкурс

„Эп –чăваш ачи“ вăйă-конкурс

Ака уйăхĕн 19- мĕшĕнче 2-4 классем хушшинче „Эп –чăваш ачи“ вăйă-конкурс иртрĕ. Вăйăра „Сентти“ тата „Илемпи“ ушкăнсем тупăшрĕç. Вĕренекенсем тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç, чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине кăтартрĕç. Чăваш енре паллă çынсен çулталăкĕ пулнă май „Ÿкерчĕк тăрăх палла“ вăййа хастар хутшăнчĕç. Чăваш юррисене юрларĕç, ташларĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ. Ăмăртура  „Сентти“ ушкăн вăйлăрах пулни палăрчĕ.