Нарăсăн 20-мĕшĕнче тăван чĕлхе кунне халалласа шкулта „Савар, мухтар чĕлхемĕре!” ятлă уяв иртрĕ. Уявра пуçламăш класра вĕренекенсем чăваш поэчĕсен тăван чĕлхене халалласа çырнă сăввисене вуларĕç. 3 класра вĕренекен хĕрачасем куракансене „Пукане” юрăпа савăнтарчĕç. 5 класра вĕренекен Полина Николаева вара „Шурă кăвакарчăн” юрра питĕ илемлĕ шăрантарчĕ. Уяв пурне те килĕшрĕ.