Нарăсăн 21-мĕшĕ - пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе 6000 тĕрлĕ чĕлхе. 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчи чĕлхесене упраса хăварас тĕллепе Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ.
Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Çак куна ахальтен суйласа илмен иккен. Нарăсăн 21-мĕшĕнче 1952 çулта Бангладешăн тĕп хулинче хăйсен чĕлхине хÿтĕлеме тухнă студентсене полицейскийсем пеме пуçланă.
Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата йăли-йĕрки палăрать.
Кашни халăх чĕлхи –турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш… Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.
Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Шăпах çакăн çинчен калаçрĕç те 5-мĕш тат 8-мĕш класра вĕренекенсем класс сехетĕнче.