Школа приняла участие в тотальном диктанте по чувашскому языку

Туçири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие 8 çын хутшăнчĕ.  Уйрăмах 9 класра вĕренекенсем хастар пулчĕç, В.Дмитриевăн амашĕ те акцие хутшăнса «4» паллă илме тивĕçрĕ. 7 класра вĕренекен Мария Иванова кăçал пĕрремĕш хут диктант çырчĕ, малалла та кашни çулах хастар пуласса шанатпăр. Диктант çыракансенчен «5» паллă – 2,  «4» паллă – 5 ,  пĕри «3» паллă илме тивĕç пулчĕç.