День чувашского языка

       Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ.  Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе - чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш Енре чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă. Çак куна уявлама Туçи шкулĕнче  вĕренекенсем илемлĕ  те çутă акт залне пуханчĕç.  Тăван чĕлхе çинчен сăвă-юрă янăрарĕ . Унтан 1-9 класра вĕренекенсем „Çăлтăрсен вăййи” конкурсра тупăшрĕç. Хĕрÿ  тупăшура 8 класра вĕренекенсем  чи тавçăруллисем те пултаруллисем пулни палăрчĕ. Уяв пурне те килĕшрĕ.