Нарăсăн 14-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 21-мĕшĕччен Туçири петемешле пелу паракан вăтам шкулта тăван чĕлхе эрнине халалласа тĕрлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр.
Пуçламăш класра вĕренекенсем „Эп – чăваш ачи” вăйă-конкурса хастар хутшăнчĕç.Ăмăртура „Сентти” ушкăн тавçăруллăрах пулни курăнчĕ.
Илемлĕ вулакансен конкурсĕ те кăмăллă иртрĕ. Димитриева В.(3 класс), Алексеев П.(3 класс), Арсентьева С.(5 класс), Иванова М.(6 класс) чăваш поэчĕсен сăввисене питĕ ăста вуласа пачĕç.
„Малалла-малалла” вăйă-конкурсра вара 9 класс команди тăван чĕлхене вăйлăрах пĕлнипе, тавракурăм анлăрах пулнипе палăрчĕ.
„Пирĕн ялăн мухтавлă çыннисем” тĕл пулу та вĕренекенсен кăмăлне кайрĕ. Туçи тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсем нумай пулнине пĕлчĕç 5-8 класра вĕренекенсем. Ялти библиотекарь шкул ачисене пуян материалпа паллаштарчĕ. Ачасен те ыйтса пĕлмелли нумай пулчĕ. Çавăн пекех 5-6 класра вĕренекенсем ялти культура çуртĕнчи краеведени музейĕнче пулса курчĕç.