День чувашского языка

    Апрелĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.  Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те сумлăн паллă тăваççĕ. Чăваш чĕлхи кунне уявласси  пирĕн шкулта та йăлана кĕнĕ. Çак кун Туçи шкулĕнче вĕренекенсем уяв концерчĕпе савăнтарчĕç. Сцена çинче илемлĕ чăваш юрри-ташши, паллă поэтсен сăввисем янăрарĕç