«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци

Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ. Акцие Туçири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те хастар хутшăнчĕç.